Ҫавра ҫул тултарнӑ чӗлхеҫӗсен йышӗ паян сахал мар. Сантӑр Савкилта, ҫамрӑк чӗлхеҫӗ 30 ҫул тултарни пирки паян хыпарларӑмӑр ӗнтӗ.Ччӑваш чӗлхин тепӗр тӗпчевҫин те паянхи кун юбилей — вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Николаевич Исаев 50 ҫул тултарчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ҫавра ҫула ҫитнӗ ятпа Юрий Николаевича пӗтӗм чун-чӗререн саламлать, малашнехи пурнӑҫ ҫулӗпе тикӗс утса тухма сунать.
Исаев Юрий Николаевич 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхальте ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Нумай ҫул хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи директор пуканне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ пулма шаннӑччӗ. Анчах, шел те, ку вӑхӑт шӑп та шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентессине хӗснипе тӗл килчӗ те унӑн ҫак пысӑк вырӑна пушатма тиврӗ. Ҫавах та ҫӗнӗ вырӑнта та Юрий Николаевич чӑваш тӗнчишӗн кӗрешме, хамӑр тӑван культурӑна тӗрек пама пӑрахмасть. Пысӑк Тав ӑна ҫакӑншӑн!
Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пухӑнса паянхи саманара сӑмах пуххисем хатӗрлесси тавра ҫуралакан ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн словарьсен уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Г.А. Дегтярёв, ҫав институтри чӗлхе пӗлӗвӗ уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ А.П. Долгова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В.Н. Алексеев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В. Блинов, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.Д. Ахвандерова тата ыттисем.
Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.
Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.
Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Юрий Исаева ЧР Вӗренӳ интститучӗн ректорӗн должноҫне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ. Кайран ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна отставкӑна ярса хӑйӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне лартнӑ. Ҫав вӑхӑталлах ЧР Вӗренӳ институчӗн унчченхи ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ, «Чӑваш чӗлхи тата литература» специальноҫе алла илнӗ. Унтан вӑл юриста вӗреннӗ. Юрий Николаевич – филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, доцент. Вӑл – 80 ытла вӗренӳпе методика ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсенчен 5-шӗ – монографи.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ. Ҫакӑн ҫинчен паян «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Манӑн хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствине пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗн ректорне должноҫран мӗнле сӑлтава пула хӑтарнине ҫӳлерех асӑннӑ документра палӑртман.
Ҫавӑн пекех каласа хӑварар, Сергей Савин ку должноҫра икӗ ҫултан кӑшт кӑна ытларах ӗҫлерӗ. Ректор пуканне вӑл 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Унччен маларах Психологипе педагогика реабилитацийӗн тата коррекцийӗн центрӗнче вӑй хунӑччӗ, Кӳкеҫри ятарлӑ интернат шкул директорӗнче тимленӗччӗ.
Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултарассине эпир унчченех пӗлтернӗччӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ. Радиоэфирта та диктант текстне ҫав кун кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре вулӗҫ.
Маларах эпир диктант ятне юриех асӑнмасӑр хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ текст Геннадий Волковӑн калавӗ пулнине ҫеҫ каланӑччӗ. Диктанта ҫыртарассишӗн яваплисенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ӑна хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернине кура эпир те вӑрттӑнлӑха уҫар: диктант вӑхӑтӗнче «Ӑслӑ ача» калав ҫырма тивӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ ҫак мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗ. Акци сӑн-сӑпачӗ пулма Наци радиовӗн дикторӗ Мария Самделова тивӗҫ тесе йышӑнчӗҫ. Комитет ларӑвне пикен виҫӗ сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. Акци йӗркелӳҫисене вӗсенчен пӗри те 100 проценчӗпех тивӗҫтереймерӗ-ха. Ҫавӑнпа та вӗсем урӑхларах сӑнӳкерчӗк ыйтса илме йышӑнчӗҫ.
«Тӑван радио» тата Наци радиовӗнче диктант текстне тӳрӗ эфирта вулама та Мария Самделована шанчӗҫ. Комитет пайташӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Ирхи кӑмӑл» радиокӑларӑма ертсе пыракан ҫак пике уҫӑ сасӑллӑ, дикцийӗ аван, ҫынсен унӑн сассине пӗлеҫҫӗ.
Диктант тексчӗ валли Геннадий Волков этнопедагогӑн калавӗсенчен пӗрне суйларӗҫ.
Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестиваль иртнӗ. Республика шайӗнче йӗркеленнӗскере 3-5-мӗш классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем пухӑннӑ. Кӑҫал конкурса Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата республикӑри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
«Сӑвӑ чи ӑста калакан» номинацире тӑван чӗлхе, ҫӗршыв, анне ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. «Чи лайӑх сценка» номинацире ачасем ӑста вылянӑ. «Чи лайӑх юрлакан» номинацире халӑх, эстрада юррисем янӑранӑ.
«Хунав» фестиваль ача пахчинчи ачасен хушшинче иртнӗ. Вӗсем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестивале хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал унта район шайӗнче ҫӗнтернӗ 100 ача тата 17 пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |